Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хапӑс чиркӗвӗ

Чӑвашсем Вырӑс патшалӑхӗпе Хаяр Йӑван ҫарӗ 1552 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Хусан хулине иличченех пӗрлешнӗ. Патша правительстви чӑвашсем хӑйсен аллине кӗрсе ӳксен чи малтанах Турра ӗненекен халӑха Христос тӗнне йышӑнтарма тӗллев тытнӑ. Малтанхи ҫулсенче ку ӗҫ вӗсен ӑнсах пыман, анчах та вун саккӑрмӗш ӗмӗрӗн хӗрӗхмӗш ҫулӗсенче Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене христианизацилес тӗлӗшпе вӗсем ҫанӑсене тавӑрсах ӗҫлеме тытӑннӑ. 1740 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче патша правительстви вак халӑхсене Христос тӗнне йышӑнтарас тӗллевпе ятарлӑ указ кӑларнӑ, унта ҫак яваплӑ ӗҫе мӗнле меслетсемпе тумаллине те тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ пулнӑ. Сӑмахран, ҫӗнӗ тӗне йышӑнакансене ҫар службинчен хӑтарнӑ, виҫӗ ҫул куланай тулеттермен тата ытти ҫӑмӑллӑхсемпе пӗрле парнесемпе те, укҫан та хавхалантарнӑ.
Авалхи чӑвашсем хӑйсен Туррисене Киремет катисемпе Хӗрлӗ ҫырсенче чӳкленӗ пулсан, христиан тӗнне йышӑнтарма, Турра пуҫ ҫапма ялсенче чиркӳсем лартма тивнӗ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртме патша правительстви 1744 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ятарлӑ указ кӑларнӑ. Ун тӑрӑх чиркӳсем лартнӑ чухне пӗтӗм тӑкакне ял ҫыннисем ҫине тиенӗ, чиркӳ чанӗсемпе унта усӑ куракан тӗрлӗ реквизитсене те ҫак прихута кӗрекен халӑхранах пухмалла пулнӑ. Пирӗн тӑрӑхра малтанхи чиркӳ Нурӑс вулӑсне кӗрекен Ассакасси ялӗнче 1806 ҫулта ҫӗкленнӗ, хальхи Вӑрнар районне кӗрекен ялсенче чи малтан чиркӳ Авшак Элменте 1825 ҫулта кирпӗчрен туса лартнӑ.
Пирӗн алӑра Хусанти духовнӑй консистори 1904 ҫулта кӑларнӑ Хусан епархине кӗрекен чиркӳсем ҫинчен калакан справочник. Ӑна питӗ тӗплӗ ҫырса хатӗрленӗ. Кашни чиркӳ ҫинчен йӑлтах пӗлме пулать. Малалла кайиччен ҫакна палӑртса хӑварар: Хапӑс салинче, ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 1838-1840 ҫулсенче халӑх укҫипе йывӑҫ чиркӳ туса лартнӑ пулнӑ, калӑпӑшӗпе вӑл пысӑках пулман, анчах та 1861 ҫулта ҫунса кайнӑ. Вӑл ун чухне Константин Васильевич Сапожников хуҫалӑхӗ вырӑнӗнче ларнӑ. Архивсенче ку чиркӳ ҫинчен калакан материалсене тупма май килмерӗ, чиркӳ мӗн сӑлтавпа ҫунса кайни те паллӑ мар: вӑл е вутпа асӑрханусӑр пулнӑран, е ӑна ҫӗнӗ тӗне йышӑнасшӑн пулман ҫынсем чӗртсе ҫунтарнӑ. Ҫапла калама та сӑлтавӗ пур, мӗншӗн тесен чӑваш ялӗсенчи чиркӳсене килнӗ пупсем вырӑнти халӑх хӑйсен авалхи Турри-йывӑҫҫисем патӗнче лартнӑ ҫуртсене ҫунтарса янӑ. Вӑл ҫуртсенче вара чӳклемесенче усӑ курмалли тӗрлӗ хатӗрсем упраннӑ, вӗсене никам та киле илсе кайман, вӗсем ялан ҫав ҫуртра упраннӑ. Н.И. Ашмарин словарӗнче чӳклеме хатӗрӗсен ячӗсем нумай сыхланса юлнӑ, хӑшне-пӗрне кӑна асӑнӑпӑр: кӑламан (йӗтӗн тум), камшаяк (алтӑр евӗрлӗ сӑра курки), кантти (йывӑҫ чашӑк), каптал (чӳк тумӗ), лянкӑс (чӳк сӗтелӗ ҫине лартмалли катка) тата ытти те, Ҫакӑн пек хаклӑ япаласене ҫунтарса янӑшӑн тарӑхнӑ ҫынсем пупа тавӑрса чиркӗве хӑйсем те ҫунтарма пултарнӑ.
Хапӑсри иккӗмӗш чиркӗве 1863 ҫулта ку прихута кӗрекен ҫынсен укҫипе ҫӗкленӗ. Ӑна кивӗ сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх Кӳлхӗрринчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник Николай Спиридонов ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ чиркӗве ку таврари чи авалхи масар варрине килсе лартнӑ, масарне ҫӗрпе танлаштарнӑ. Унта аваллӑх ҫырулӑхне палӑртакан чул юпасем те пулнӑ, анчах та вӗсене, тӗрлӗ Турра, Киремете пуҫ ҫапакан чӑвашсене хӑйсен тӗнне мантарас тесе, чиркӳ никӗсне янӑ. Ҫапла майпа миссионерсем чӑвашсене хӑйсен тӗнне яланлӑхах мантарма тӑрӑшнӑ. Чӑнах та, ку тӗлӗшпе вӗсем иртнӗ 265 ҫулта пысӑк утӑм тунӑ.
Ҫӗнӗ чиркӳ икӗ престоллӑ пулнӑ: пӗри — Сӑваплӑ Троица ячӗпе, теприне Сӑваплӑран та Сӑваплӑ Турӑ амӑшӗ вилнине асӑнса тунӑ. Ку уява — Успения Пресвятой Богородицы — кашни ҫулах ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чиркӗве йывӑҫран тунӑ. Тӗп храмне хӗлле хутса ӑшӑтман, халӑх кӗрсе кӗлӗсем ирттерекен пайне хутса ӑшӑтнӑ. Унӑн тӑршшӗ, чан ҫакмалли башньӑпа пӗрле, 16,5 хӑлаҫ пулнӑ (ӗлӗкхи хӑлаҫ 2,134 метрпа танлашнӑ), Чиркӳ чи сарлака вырӑнта 5,5 хӑлаҫ, унӑн ҫӳллӗшӗ ҫӳлти карниз таранччен 4 хӑлаҫ. Чиркӳ 5 тӑрӑллӑ, тӗп храмри иконостас 5 хӑлаҫ та пӗр аршӑн тӑршшӗ, ҫӳллӗшӗ 3 хӑлаҫ, чан ҫакмалли башня ҫӳллӗшӗ 9,5 хӑлаҫпа танлашнӑ.
Чиркӳ ҫурчӗ ҫӗршер ҫул лартӑр тесе пура тумалли йывӑҫсене малтан тымар патӗнчен хупписене виселесе хӑртнӑ. Ҫулталӑкран ҫак йывӑҫсем типсе ларнӑ, хырпа чӑрӑш сухӑрӗсем йывӑҫ ҫинче типсе ҫирӗпленнӗ. Чиркӗве лартнӑ чух мӑкпа мар, ятарласа хатӗрленӗ кӗҫҫепе усӑ курнӑ. Кирпӗчрен тӑвакан ҫуртсем валли прихута кӗрекен кашни килрен вуншар ҫӑмарта пухса унӑн шуррине известь шӗвекӗпе хутӑштарнӑ, ҫакна пула чиркӳ ҫурчӗ ҫӗр ҫултан та ҫулталӑк каялла тунӑ пекех курӑннӑ: вӑл нихҫан та катӑлман та, ишӗлмен те. Хапӑс чиркӗвӗ кӗпӗрне тӗп хулинчен — Хусантан — 150, уес центрӗнчен — Етӗрнерен — 65 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Чиркӳ усадьби 3 теҫеттин (кашни теҫеттин 2400 хӑлаҫ е хальхи виҫепе 1,09 гектар) ҫӗр йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн тата 33 теҫеттин сухаламалли ҫӗр пулнӑ. Прихута кӗрекен ҫынсем ҫак руга (чиркӳ) ҫӗрне хӑйсен ирӗкӗпе уйӑрса памасан, кашни ҫыннӑн, ваттинчен пуҫласа тин ҫурални таранах, ревизие кӗнисен, чиркӗве кашни ҫул 75 пусшар укҫа тӳлемелле пулнӑ. Мӗнех калӑн, ирӗксӗрех ял ҫӗрне чиркӗве уйӑрса пама тивнӗ. Турӑ ҫыннисене ку та сахал пек туйӑннӑ, 1911 ҫулта вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе Мӑньял Хапӑсӑнне теҫеттин ҫӗр касса илнӗ. Ял ҫыннисем ҫӗре каялла илессишӗн икӗ ҫул кӗрешнӗ, анчах усси виҫӗ пуса та тӑман.
Ку вӑхӑт тӗлне Хапӑс чиркӗвӗн прихутне 14 ял кӗнӗ. Хапӑсра (Анаткаспа пӗрле) ку вӑхӑтра 102 хуҫалӑх пулнӑ, вӗсенче пурӗ 537 арҫын, 576 хӗрарӑм шутланнӑ. Ытти ялсене вара темиҫе яла пӗрле илсе кӑтартнӑ. Акӑ Упнер, Кивьял Хапӑс, Вӑрманкас, Катӑш, Кӳлхӗрри тата Мӑн Айкӑш ялӗсенче пурӗ 607 хуҫалӑх, вӗсенче 1818 арҫын, 1796 хӗрарӑм пурӑннӑ. Пирӗн яла Ҫӗньял Хапӑс, Тӗмпек, Кӳшик, Пӑртас ялӗсен ушкӑнне кӗртнӗ. Вӗсенче 503 кил, 1730 арҫынпа 1807 хӗрарӑм шутра тӑнӑ. Эпир ҫакна та асӑрхаттарса хӑварасшӑн: ку списокра Анаткас Хапӑс, Санарпуҫ, Сурнар, Тултипе Шалти Пӑртассене уйрӑммӑн асӑнман. Вӗсем Хапӑс салипе, Ҫӗньял Хапӑс тата Пӑртас ялӗсемпе пӗрле кӗрсе кайнӑ. 1902 ҫулта Иртементе чиркӳ уҫиччен Хапӑс прихутне Мӑн Турхан, Кӑмаш, Элмен Сунар ялӗсем кӗнӗ. Ахальтен мар ватӑ ҫынсем Хапӑс прихутӗнче 18 ял пулнӑ теҫҫӗ.
Чиркӳре пӗрремӗш священник пулса Виктор Евгеньевич Ягодинский ӗҫленӗ. Ҫулталӑкра ӑна 160 тенкӗ шалу тӳленӗ. Вӑл 27 ҫулта пулнӑ, унӑн ҫемйинче икӗ ывӑлпа хӗрача ҫитӗннӗ. Вӑл духовнӑй семинари пӗтернӗ, Хапӑсра 1898 ҫултанпа вӑй хунӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл шкулта ачасене Турӑ законне те вӗрентнӗ.
Иккӗмӗш священник 33 ҫулхи Михаил Павлович Чебоксаров пулнӑ. Вӑл тӗн семинарин курсне иккӗмӗш разрядпа пӗтернӗ, ку чиркӳре 1902 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӑшӑрӗпе ҫын патӗнче хваттерте пурӑннӑ. Вӗсен икӗ ывӑлпа икӗ хӗрача пулнӑ. Ҫулталӑкра 140 тенкӗ шалу илнӗ.
Тияккӑн пулса 34 ҫулхи Павел Николаевич Кедров ӗҫленӗ. Ҫутӗҫ министерствин училищине пӗтернӗскер. Вӑл тӗрлӗ чиркӳсенче вӑй хунӑ, 1891 ҫултанпа псаломщикра, 1896 ҫултанпа тияккӑнра. Хапӑс чиркӳне 1899 ҫулта ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫемйинче икӗ ывӑлпа икӗ хӗрача ӳснӗ.
Псаломщикра, ӑна тепӗр чух тиечук теҫҫӗ, 66 ҫулхи Петр Васильевич Гермогенов ӗҫленӗ. Ачисем унӑн ӳссе ҫитӗннӗ: пӗри 33, тепри 29 ҫулта пулнӑ. Хӑй духовнӑй училище пӗтернӗ хыҫҫӑн 1856 ҫултанпах ҫак чиркӳре вӑй хунӑ. Паллах, пӗр вырӑнта 48 ҫул ӗҫлекенскер, Хапӑс ҫынниех пулнӑ.
Псаломщик ӗҫӗсене туса пыракан тепӗр ҫын - Иван Иванович Евдокимов - 28 ҫулта, икӗ класлӑ учительсен семинарине пӗтернӗ хыҫҫӑн 1896 ҫултанпа чиркӳре ӗҫлеме пуҫланӑ. Хапӑс салине вӑл 1901 ҫулта куҫса килнӗ. Унӑн ҫемйинче ывӑлпа хӗрача ҫитӗннӗ.
Чиркӳре ӗҫлекен тияккӑнпа икӗ псаломщик ҫулталӑкра 40-шер тенкӗ шалу илсе тӑнӑ. Тӗпрен илсен, революци хыҫҫӑн, 1929 ҫулта хупичченех, вӑл ҫакӑн пек штатпа ӗҫленӗ. Чиркӗве 1930 ҫулсенче пӑснӑ. Ӑна ҫӗмӗрсе аркатнӑ ҫӗре коммунистсемпе комсомолецсем тата совет работникӗсем хастар хутшӑннӑ. Пӗррехинче, чиркӗве камсем пӑсни ҫинчен ыйтсан, А.И.Есенцев вӗсем ҫинчен те каласа пачӗ. Ялти чиркӗве хӑвӑртрах пӑсма чӗнекенӗ малтан ронора та ӗҫлесе пӑхнӑ, кайран ял Совет председателӗнче вӑй хунӑ Иван Миронович Майоров пулнӑ, Константинпа Степан Павлович Быстрицкийсем — унӑн пулӑшаканӗсем. Трофим Андреевич Маслячкин, ялти пӗрремӗш комсомолец пулнӑ май, чиркӳ пӑснӑ ҫӗрте хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса, ытти ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулнӑ. Андрей Евгеньевич Рубинскийпа пирӗн ялти Григорий Михайлович Лявинский чиркӳ тӑррине чи малтан хӑпарса каяканнисем пулнӑ. Чиркӳ чанне ҫакнӑ пӑрӑса пӗр енчен касса ярсан та вӑл ӳкмен, ӑна вара Семен Яковлевич Ефремов троспа кӑкарса машинӑпа туртса антарнӑ. Ҫапла вара Катӑш ҫынни Шумкка Павӑлӗ хӑй укҫипе Хусанта шӑраттарса Хапӑс чиркӗвне парнеленӗ 62 пӑт таякан пӑхӑр чан яланлӑхах ҫӗре ӳкнӗ.
Хальхи тапхӑрта, самана ҫилӗ Турра ӗненекенсем енне ӑшӑнрах вӗрме пуҫласан, 1926-1929 ҫулсенче темиҫе хутчен те хупса уҫнӑ, кайран ҫӗмӗрсе шкул тунӑ ҫуртра ҫӗнӗрен чирку уҫма ирӗк ыйтма Хапӑс салинчи Турра ӗненекенсем Шупашкарпа Мускав таранах ҫӳреме пуҫларӗҫ, Тӑван салара хӑвӑртрах чиркӳ уҫассишӗн уйрӑмах Александр Иванович Есенцев ҫӳхе кӗсйинчи укҫи-тенкине те, вӑхӑтне те шеллемерӗ, чиркӳ уҫма ирӗк паракан хута яла илсе килчӗ. Анчах чиркӳрен тунӑ кивӗ шкул ҫуртне икӗ-виҫӗ кунрах ишсе тӑкрӗҫ, чус-хӑмисене унта-кунта салатса турттарчӗҫ.
Турра ӗненекенсем вара кулак тесе туртса илнӗ Иван Гаврилович Цветков арманҫӑ кӗрӳшӗн — Александр Иванович Малицкийӑн — ҫуртӗнче чиркӳ уҫма шутларӗҫ. Маларах ку ҫуртра Чапаев ячӗллӗ колхоз правленийӗ, унтан библиотека пулнӑ, каярахпа пушӑнса юлнӑ, библиотека ҫӗнӗ клуба куҫнӑ. 1991 ҫулта ӑна тирпейлесе илем кӗртсе ҫитерчӗҫ, турӑшсем вырнаҫтарчӗҫ, тӑррине хӗрес хӑпартрӗҫ. Часах ҫӗнӗ чирку алӑкӗ уҫӑлчӗ, пачӑшкӑ та тупӑнчӗ. Унтан пӗр хушӑ чиркӳ хупӑнса ларчӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен чиркӳ каллех ӗҫлеме пуҫларӗ, иртнӗ ҫул малтан шкул интерначӗ пулнӑ ҫурта тӗпрен юсаса ҫӗнӗ чиркӳ турӗҫ.

Григорий Скворцов, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ. Вӑрнар районӗ.
Ирина Игнатьева, Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӗҫченӗ.


 
Категорисем: Мӑньял Хапӑс
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-27 19:14:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2535 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем